Красноармейски районӗнчи типҫырмасен Мӑн Шетмӗ юханшыв урлӑ каҫасси чӗр нуша пулнӑ. Тахҫанхи кӗпер ҫӗрсе пӗтнӗ, юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗр хушӑ ял ҫыннисем шыв-шурта ҫӗтӗк кӗпер урлӑ каҫса ҫӳренӗ.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ. Халӑх тӑрӑшнипе нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӗпер хута кайнӑ. Уйрӑмах ҫак ӗҫре Геннадий Сверчков, Влас Дмитриев, Виктор Владимиров, Гаврил Михайлов, Виктор Тимофеев, Виктор Николаев, Владимир Сверчков, Рена Маркова тата ыттисем палӑрнӑ.
Кӗпере юпан 7-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева хутшӑннӑ.
Уявра Типҫырма ҫыннисем кӗпер урлӑ каҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха юрӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (34)
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче асӑннӑ ятлӑ ялсен уявне йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ уява республикӑри ҫавӑн ятлӑ мӗнпур уява пухасса шанаҫҫӗ. Хальлӗхе унта ҫитейменнисем те пулнӑ иккен-ха. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫавӑн ятлӑ ялсем унта хутшӑнмасӑр юлнӑ. Анчах килес фестивале вӗсем хутшӑнас кӑмӑллине пӗлтернӗ иккен.
Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» таврапӗлӳ словарьне тишкерсен Вӑрманкасси ятлӑ ялсем Чӑвашра — 13. Красноармейски тата Муркаш районӗсенче ҫавӑн ятлисем виҫшер, Шупашкар районӗнче — иккӗ, Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче — пӗрер. Вӑрман тата Вӑрманкас сӑмахпа пуҫланакан ялсем те пур. Вӗсем — тӑватшар.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче шӑматкунлӑх иртнӗ.
Пӗччен сурсан — типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать. Ваттисем ҫапла ахальтен каламан. Чылай ялта асфальт ҫул ҫук. Кӗҫӗн Шетмӗсем «ҫӳлтисем» сарса парасса кӗтмеҫҫӗ: хӑйсемех кар тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫынсем ҫула хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. «Нива» ЯХПК ертӳҫи И.М.Петров ҫула сармашкӑн вак кирпӗчпе тивӗҫтернӗ. Ҫынсем ӑна тракторпа турттарса ҫула тикӗсленӗ.
Сӑнсем (15)
Чӑваш Ене Шупашкартан кино ӳкерекенсем килесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Хорло» фильма Марат Никитин режиссер ӳкерет. Хӑй вӑл Александр Митта киношкулӗн сценарисчӗсемпе режиссерӗсен аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Марат Никитин — «Атал» киностудин пуҫлӑхӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑскер халӗ Мускавра пурӑнать.
Ӗнер Красноармейски районӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хорло ятлӑ хӗр хӑйӗн юратӑвне тата телейне шырани ҫинчен калакан историпе ҫыхӑннӑ фильма ӳкерекенсем ытти района та ҫитесшӗн. Кинона пирӗн тӑрӑхра икӗ эрне ытларах ӳкерме палӑртнӑ.
Сӑнсем (15)
Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.
Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...
Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха?
Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать.
Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ.
Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай.
Ҫапла пӗлтерет Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ М. Прохоров пирки. Нумаях пулмасть вӑл тӑхӑр вунӑ ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ҫак паллӑ кун хисеплӗ ватӑн хваттерӗнчен хӑна-вӗрле татӑлмарӗ. М. Прохорова Трак тӑрӑхӗнче пӗлмен-палламан ҫын ҫук та пулӗ. Михаил Прохорович, Тусай ялӗнче ҫуралнӑскер, пӗтӗм кун-ҫулне Трак тӑрӑхӗн аталанӑвне панӑ, паян кун та унӑн шӑпипе, пуласлӑхӗпе интересленсех тӑрать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вучӗ витӗр тухнӑ вӑл. Мирлӗ пурнӑҫра истори, географи, черчени учителӗнче, Именкассипе Красноармейски вӑтам шкулӗсен директорӗнче, культура пайӗн пуҫлӑхӗнче, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ял тата район совечӗсен депутачӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Трак енри ветерансен канашне ертсе пынӑ. Темиҫе кӗнеке авторӗ. Наградӑсем чылай унӑн. М. Прохорова паллӑ кун ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Шестаков саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ырӑ кун-ҫул сунчӗ, Раҫҫей Президенчӗ В.
Ӗнер Раҫҫейӗпех пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. Пурӗ 110 пин кандидат вӑл е ку вырӑна суйланас тесе тухнӑччӗ. Чӑвашра та виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйларӗҫ.
Тӑвай районӗнчи Чутей ял тӑрӑхӗнче 4 кандидат пулнӑ — ЛДПР-тан Сергей Баранов, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Григорий Куклов, хӑйне хӑй тӑратнӑ Алексей Куприянов тата комминистсенчен Николай Петров. Чутей ял тӑрӑхӗне малашне Куклов Григорий Петрович ертсе пырӗ пулас — вӑл 76,19% пухнӑ.
Трак районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне ертсе пыма виҫӗ кандидат тухнӑччӗ — ЛДПР-тан Андрей Ижогин, Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен Галина Ефимова, коммунистсенчен Эдисон Патмар. Малтанласа пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пуринчен та ытла сасӑ Ефимова Галина Георгиевна пухнӑ, уншӑн 76,49% сасӑланӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне те виҫӗ кандидат пулнӑ. ЛДПР-тан Артем Афанасьев тухнӑ, Пӗрлӗхлӑ Раҫҫейрен — Рамиль Гальметдинов. Тепӗр кандидат хӑйне хӑй тӑратнӑ — Владимир Кириллов. Кунта та «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ ҫын чи нумай сасӑ пухнӑ — 81,76%.
Ыран, авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енре те пӗтӗм ҫӗршыври пекех Пӗрлехи суйлав кунӗ иртет. Ҫак кун Красноармейски, Шупашкар тата Тӑвай районӗсенчи ҫичӗ суйлав участокӗнче сасӑлав иртмелле.
Пӗрлехи суйлав кунӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене те палӑртмалла. Паянхи кун Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Тӑвай районӗнчи Чӑваш Чутей ял тӑрӑхӗсем пуҫлӑхсӑр пурӑнаҫҫӗ. Ыранхи кун вӗсене ӳлӗмрен кам ертсе пырассине татса парӗ.
Вакантлӑ вырӑншӑн 13 ҫын кӗрешӗве тухма кӑмӑл тунӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӗсенчен 10-шӗ суйлава хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |